Катастрофа тата медпулӑшу медицинин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре темиҫе кунра 10 ҫын ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. Пурте вӗсем унта юр тасатма хӑпарса кайнӑ.
Пушӑн 24-мӗшӗнче Канашри 65 ҫулти арҫын пульницӑна пынӑ. Вӑл ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. Юрать-ха, темех пулман.
Пӗр кун маларах вара Лапсарти 54 ҫулти арҫынна пульницӑна илсе килнӗ. Вӑл шӑммисене хуҫнӑ. Хайхискер мунча тӑррине юр антарма хӑпарса кайнӑ та ӳкнӗ. Вӑл юр ҫинче ҫур сехет выртнӑ, ӑна тӑванӗсем асӑрханӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче вара ҫурт тӑрринчен 70 ҫулти хӗрарӑм ӳкнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи икӗ шкулта ачасене тӑпӑрчӑ ҫитерес вырӑнне тӑпӑрчӑ хутӑшӗ парас тенӗ. Ҫакна республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви нарӑс уйӑхӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Хут ҫинче тӑпӑрчӑ тесе кӑтартнӑ, ӑна сутаканӗ вара тӑпӑрчӑ хутӑшӗ сутнӑ. Ҫавна асӑрхасан продукцие каялла тавӑрса панӑ, ачасене унпа апатлантарман.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пӗр шкул столовӑйӗнче ывӑс япӑххине палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫӗннисене туяннӑ. Тепӗр шкулта савӑт-сапана ылмаштарнӑ.
«Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ шкулсене эпӗ хам ҫитсе килтӗм, – ӗнентернӗ вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Наталия Скворцова. – Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗпе тата шкул директорӗсемпе эпир пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр, шкул валли апат-ҫимӗҫ туянас ыйтӑва йӗркене кӗртмеллеине сӳтсе яврӑмӑр. Малашне те тӗрӗслесех тӑрӑпӑр. Ҫак ӗҫе хамӑр специалистсене ҫеҫ мар, Роспотребнадзорпа прокуратура ӗҫченӗсене те явӑҫтарӑпӑр».
Паян ирхине Шупашкарти «Текстильмаш» тулли мар яваплӑ обществӑра пушар тухнӑ. Машина тӑвакансен проездӗнчи предприятире «хӗрлӗ автан» ирхи тӑватӑ сехет тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ.
Ҫулӑм предприятире пӗрисем тара илнӗ цехра тухнӑ. Вӑл 100-е хӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Унта тимӗр-тӑмӑр шӑратмалли цех вырнаҫнӑ. Пушара сӳнтерме 9 единица техника хутшӑннӑ. Ҫулӑма пӗр сехетре сӳнтернӗ. Инкек 100 кг чӗртавара тӗп тунӑ, цехри пурлӑхӑн пӗр пайне сиенленӗ.
Ӗнер ирпе пушар Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи ӗҫлемен котельнӑйра хыпса илнӗ. Унти слесарь цехӗ тата ҫуртӑн шал енӗ сиенленнӗ.
Паян ирхине 7 сехет те 25 минутра М-7 ҫулӑн 679-мӗш ҫухрӑмӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче, васкавлӑ медпулӑшу машини фурӑпа ҫапӑннӑ. Юрать, вилекенсем пулман, аманнӑ ҫеҫ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина дистанцие пӑхӑнман, малта пыракан васкавлӑ медпулӑшу машини ҫине пырса кӗнӗ. Аварире васкавлӑ медпулӑшу машинин водителӗ тата фельдшерӗ суранланнӑ.
Икӗ водителе те ӳсӗррипе ӳсӗр маррине тӗрӗсленӗ. Нихӑшӗ те эрех ӗҫни палӑрман.
Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульници те кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ. Вӑл ковид-госпиталь пек чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ.
Халӗ юлашки пациентсене сывалса ҫитнӗ май киле ӑсатаҫҫӗ. Ҫӗннисене вара йышӑнмаҫҫӗ.
Икӗ хутлӑ корпусра 3 уйӑх ҫурӑ кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сипленӗ. Стационарта хирурги, терапи, педиатри, реанимаци уйрӑмӗсем кӑшӑлвирус режимӗнче ӗҫленӗ. 3,5 уйӑх ҫурӑра 800 пациента сыватнӑ.
Пульницӑра дезинфекци тунӑ, анчах хальлӗхе тухтӑрсем унта хӳтӗлев костюмӗпе ҫӳреҫҫӗ.
«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатса пынӑ май пӗлмен ҫыравҫӑсен, куҫаруҫӑсен, журналистсен ячӗсене чылай тӗл пулма тиврӗ. Ҫавна май вӗсем пирки сире те пӗлтерес терӗм.
Чӑн та, чӑваш ҫыравҫисем пирки хатӗрленӗ чи анлӑ кӗнекесенчен пӗри вӑл — Петӗр Ялкир хатӗрленӗ «Литературный мир Чувашии». Чӑн та пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, кам-кам кӑна ҫук пуль унта. Ҫавах ӑна ниепле те тулли кӗнеке тесе хаклама ҫук. Вырӑсларан чӑвашла куҫаракансем унта чылай пулин те хӑшӗ-пӗрин ячӗ ҫук ҫав. Пӗрисене шыраса тупайман, теприсем сиксе юлнӑ, виҫҫӗмӗшӗсене, тен, юриех кӗртмен. Акӑ Михаил Рубцовах илес. Николай Гоголӗн, Аркадий Гайдарӑн, Иван Тургеневӑн, тата ытти ытлашшиех те паллӑ мар ҫыравҫӑсен хайлавӗсене пит нумай вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ. Анчах Ялгирӑн справочникне лекеймен.
Елчӗк ҫӗрӗнче ҫуралнӑскер, Елчӗк районӗн «Колхоз ялавӗ» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ. Ӗмӗрӗ унӑн вӑрӑмах пулман, ҫавах Лев Толстойӑн «Казаксем» тата Эммануил Казакевичӑн «Ҫӑлтӑр» повеҫсене чӑвашла куҫарма ӗлкӗрнӗ.
2021 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, илемлӗ кунра – 21.01.2021 – республикӑра 44 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫак кун кӗҫнерникуна лекни те пӗлтерӗшлӗ пулман.
Юстици ӗҫӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫнерникун Чӑваш Енре 44 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Шупашкарти Мускав районӗнче 8 мӑшӑр пӗрлешнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – 6 мӑшӑр, Шупашкарти Ленин районӗнче тата Ҫӗрпӳ районӗнче – 5-шер мӑшӑр хут уйӑрттарнӑ. Шупашкарти Калинин районӗнче 4 мӑшӑр ЗАГСа утнӑ.
Ҫӗрпӳре пурӑнакан арҫын пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен ҫӗр лаптӑкӗнче наркотиклӑ ӳсен-тӑран ӳстернӗ. Куншӑн вӑл судра явап тытнӑ.
Пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче вӑл тӗнче тетелӗ урлӑ наркотиклӑ ӳсен-тӑранӑн вӑррине саккас панӑ. Унтан ӑна Тӗнсӗр ялӗ ҫывӑхӗнчи пушӑ лаптӑк ҫине акнӑ. Хайхискер пӗр эрне унта велосипедпа темиҫе хутчен кайса килнӗ, ӳсен-тӑрана киле татса пынӑ.
Полицейскисем килте ухтарнӑ чухне 1 килограма яхӑн наркотиклӑ ӳсен-тӑран тупнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Хальхинче ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочисем шар курнӑ.
Пӑтӑрмах ирхи 10 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «LADA Granta» автомобиль астумасӑр «КамАЗпа» ҫапӑннӑ, унтан ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочисем пырса кӗнӗ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 21 ҫулти каччӑ пулнӑ. Инкекре аманнӑ икӗ рабочие тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи инкек сӑлтавне специалистсем тишкерӗ.
Паян республикӑра ҫил-тӑман алхаснӑран ҫине-ҫинех аварисем пулнӑ. Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ҫывӑхӗнчи хӑрушӑ аварире 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлни пирки пӗлтернӗччӗ. Шупашкар районӗнче те машинӑсем ҫапӑнни пирки хыпарларӑмӑр.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче те авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын суранланнӑ. 11 сехет те 45 минутра «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» автоҫулӑн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче «Калина» водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Хондӑпа» ҫапӑннӑ. «Калина» рулӗ умӗнче 35 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл тата унӑн пассажирӗ, «Хондӑри» пассажир аманнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |